Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумб урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ, анчах ҫулӑм кравате сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 30 яхӑн пушар тухнӑ. Юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнче 2 ҫулти ачана пула ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шӑпӑрлан кӑмака умӗнчи япаласене чӗртсе янӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 17 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрах, авари Промышленноҫ урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм «тимӗр урхамаха» итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире ВАЗ водителӗ тата икӗ пассажир (вӗсем те хӗрарӑмсем) вилмеллех аманнӑ.
Машинӑран ҫын кӗлеткисене кӑлармашкӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче юпа уйӑхӗн 7-22-мӗшӗсенче тӗрӗслев иртнӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Тӳрех палӑртмалла: йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене нумай тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслеве Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ирттернӗ. Ведомство Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта, Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫурта, Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫурта, Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурта пӑхса тухнӑ.
Президент урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ) йӗркене пӑснӑ тӗслӗх ытларах пулнӑ.
Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вара виҫҫӗмӗш хутран эвакуациленмелли алӑк пулман.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пушар тухнӑ. Ку инкек паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Совет урамӗнче вырнаҫнӑ кирпӗч ҫуртра икӗ пӳлӗм – пӗтӗмпе 150 тӑваткал метр – ҫуннӑ. Телее, пушарта шар курнисем пулман.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртӗнче лавкка, Раҫҫей почтин тата Ростелекомӑн офисӗсем пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ.
Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ.
Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.
Паян Чӑваш Енре самаях вӑйлӑ ҫил пулчӗ. Ыран тата вӑйланӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ, ӳкме пултаракан конструкцисенчен аякккарах ҫӳремелле. Электричество линийӗсем, реклама ҫичӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.
Сывлӑш температури 7-12 градус пулӗ, каҫ енне 2 градус ҫеҫ ӑшӑ юлӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.
Ӗнер, аван уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Сарай таврашне те ҫулӑм сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман.
Пушар кӑнтӑрла алхаснӑ. Аслисем 2 ҫулти ачана асӑрхаса ӗлкӗреймен – арҫын ача хутса янӑ кӑмака умӗнче япаласем ҫунтарнӑ. Кил хуҫисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах – ҫулӑм йывӑҫран тунӑ ҫурта тӗппипех пӗтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 26 пушар тухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена сассине илтсен хӑраса ан ӳкӗр: ку вӗренӳ ҫеҫ пулӗ. «Республикӑра пурӑнакансене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗнчех ларма ыйтатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре автоматизациленӗ пӗлтерӳ тытӑмне планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслӗҫ. Граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни пирки урамри сиренӑсем тата громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. «Пурне те тимлӗ пулма ыйтатпӑр!») тени икӗ хутчен янӑрӗ: 10 тата 10.30 сехетсенче.
Палӑртмалла: кунашкал тӗрӗслевсене ҫулсеренех Граждан хӳтӗлевӗн кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Уява юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.
Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк.
Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |